
«Сувар-отель» пулмалли хӑна ҫурчӗ «Авито» сайт ҫине ҫитнӗ. Унӑн хакне 150 миллион тесе палӑртнӑ. Сутакан кӑларса лартнӑ пӗлтерӳре ӑна нумай хваттерлӗ ҫурт пек кӑтартнӑ. Пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 18,4 пин тӑваткал метрпа танлашнине пӗлтернӗ.
Пӗлтерӗве лартаканни — Эстейт-банк. Вӑл «Бинбанкӑн» салукри пурлӑха сутакан пай пулать.
Аса илтеретпӗр, тӗп хуламӑра капӑрлатас шухӑшпа тӑвас тенӗ хӑна ҫуртне Николай Фёдоров вӑхӑтӗнчех хӑпартма пуҫланӑ. Шел те, «Сувар-отель» ят илмелли хӑна ҫуртне вӗҫне ҫити ниепле те туса ҫитерме май килмен. Шупашкарӑн сӑнне вӑл темиҫе ҫул ӗнтӗ пӑсса тӑрать. Мӗнле кӑна унӑн ыйтӑвне татса парас темерӗҫ пулӗ, халӗ те ҫуртӑн кӑшкарӗ кӑна курӑнать.

«По следам Пушкина» (чӑв. Пушкин ҫулӗпе) блог-тур ирттерни пирки ҫырнӑ май Андрей Федоров блогер пӗр ӑнланманлӑхпа куҫа-куҫӑн тӑма тивнине пӗлтерет. Республикӑн тӗрлӗ районне ҫитсе ҫаврӑнма палӑртнӑ чух ҫула тухиччен вӑл вырӑнти кану базисемпе калаҫса татӑлма пӑхнӑ. Ҫӗр каҫма ӗнтӗ. Тав сӑмахӗлле те мар. Укҫаллах. Анчах Чӑваш Енри кану базисемпе пӗр чӗлхе тупма йывӑр-мӗн.
«Пӗринпе эрне ӗнтӗ калаҫатӑп. Электрон ҫыру та ҫыратӑп. Вӗсен «Контактра» страници урлӑ та ҫыхӑнса пӑхрӑм, анчах хуравне илеймерӗм», — тенӗ хайхи тӗлӗнсе.
Е тата вӑл Улатӑрти хӑна ҫуртне шӑнкӑравланине пӗлтерет. Банк картти урлӑ тӳлеме пулать-и тесе ыйтнӑ. Ҫук иккен. Wi-fi ҫыхӑнӑвӗ унта пуррипе ҫукки пирки каламасӑрах тавҫӑрма пулать-тӗр.
Блогер ӑнланнӑ тӑрӑх, туристсем никама та питех кирлӗ мар. Хӑна ҫурчӗсене тата кану базисене хайсем патне вӗҫӗм пырса ҫӳрекен клиентсем пурри те тивӗҫтерет.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх иртнӗ уйӑхра кил-ҫурт тытӑмӗнчи тӳлев хакӗсем ӳсменнипе пӗрех — пурӗ те 0,04% ҫеҫ хӑпарнӑ. Уйрӑмах хӑна ҫурчӗсем палӑрнӑ, вӗсем иртнӗ уйӑхра хӑйсен пулӑшӑвне 20% ытла хӑпартнӑ.
Каласа хӑварас пулать: ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен кил-ҫурт тытӑмӗнчи тӳлевсен хакӗ 7,5% ӳснӗ; иртнӗ авӑн уйӑхӗпе танлаштарсан вара — 17,7%. Ҫулталӑк хушшинче йӳнелнӗ хаксем те пур. Тӗслӗхрен, икӗ пӳлӗмлӗ хваттере тара илес пулсан халь уншӑн иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан вӑтамран 1% сахалтарах тӳлеме тивӗ. Пӗр пӳлӗмлӗ хваттерсем вара хакланнӑ — тара илес тесен вӑтамран 3,5% ытларах укҫа кӑларса хума тивет. Иртнӗ авӑн уйӑхӗпе танлаштарсан чи пысӑк виҫӗне ӳснӗ пулӑшу хакӗ — вӗри шывпа тивӗҫтересси тата капиталлӑ юсав валли укҫа пуҫтарасси. Вӗсем 34-38% таран хӑпарнӑ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре хӑна ҫурчӗ тума палӑртаҫҫӗ. Ҫӗре тара парасси пирки тӳре-шара пӗлтерӳ пичетленӗ.
Унта вӗсем икӗ ҫӗр лаптӑкне тара пама шухӑшланине палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри республикӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ тӳремре хӑна ҫурчӗ тӑвасси пирки пырать. Ун валли 1456 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрӗҫ. Хӗрлӗ тӳремри 7-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑскерте хӑна ҫурчӗ хӑпарса ларӗ. Вӑл ҫӗре Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчен сулахай енче вырнаҫнӑ.
Тепӗр лотпа хула администрацийӗ 13320 тӑваткал метр лаптӑка индустри паркӗ тума уйӑрма шухӑшлать.
Ҫӗре тара памалли аукциона тӳре-шара авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗне палӑртӗ. Хӑна ҫурчӗ тӑвас текен те ҫавӑнта хутшӑнайӗ.
Шупашкарта ӗнер «Ibis» хӑна ҫурчӗ уҫнӑ. Вӑл пӗтӗм тӗнчери AccorHotels сетӗн шутланать-мӗн.
Отеле (хӑна ҫуртне ҫак ют ҫӗршыв сӑмахӗпе усӑ курса палӑртнӑ) уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев тата республикӑн тӗп хулин харӑсах икӗ пуҫлӑхӗ — хулан тата хула администрацийӗн — Леонид Черкесовпа Алексей Ладыков, хутшӑннӑ.
AccorHotels сетӗн пуҫлӑхӗн Раҫҫейре, Грузире тата Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхӗнче аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алексис Фея пирӗн патра вӗсем хӑйсен хӑна ҫуртне пуҫласа уҫнине пӗлтернӗ. Раҫҫейре вара вӗсен гостиницисем 27 иккен, тӗнчере — 1800. Алексис Фея хӑна ҫуртне хӑвӑрт (икӗ ҫултан та сахалтарах) туса пӗтернине палӑртнӑ. Компани историйӗнче ун пек хӑвӑрт хӑпартса лартни пулман-мӗн.
Михаил Игнатьев ку объекта укҫа хывнӑшӑн тав тунӑ май таса чунлӑ усламҫӑсем пирӗн патра пысӑк инвестици проекчӗсене аталантарма шикленмеҫҫӗ тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. Тата Элтепер тивӗҫне пурнӑҫлакан 110 вырӑнлӑ ҫӗнӗ хӑна ҫурчӗ пушӑ тӑмасса шанать.
Сӑнсем (16)
Чӑваш Республикинчи хӑна ҫурчӗсем валли вӗренӳ семинарӗ ирттернӗ. Ара, республика «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлӑва хӗрсех хатӗрленет-ҫке.
Хӑна ҫурчӗсем ун умӗн культура шайне ӳстереҫҫӗ. Меропритие РФ Президенчӗ Владимир Путин та килет-ҫке-ха. Ҫавна май ҫак кунсенче форума килекенсене йышӑнакан хӑна ҫурчӗсен ӗҫченӗсем валли семинар ирттернӗ. Тренерсем вырӑнӗнче психологсем пулнӑ.
Семинарта ҫынпа калаҫассинче, клиентсен кӑмӑл-туйӑмне сисессинче ытларах йӑнӑшсем пулнине палӑртнӑ. Ӗҫченсене хӑнасене лайӑхрах пӑхма пулӑшкан хӑнӑхтарусем панӑ.

Вӑрнар поселокӗнче ҫӗнӗ хӑна ҫурчӗ уҫӑлнӑ. 30 вырӑнлӑх хӑна ҫурчӗ 13 номертен тӑрать. Вӑл унти А. Иванов урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Хӑна ҫуртне уҫнине вырӑнти тӳре-шара хӑна ҫурчӗсем пулманнин ҫивӗч ыйтӑвне татни вырӑнне хурса хаклаҫҫӗ. Ҫак шухӑша район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хыпарта палӑртса хӑварнӑ. Маларах муниципалитетӑн хӑна ҫурчӗ пулнӑ иккен-ха, анчах ӑна хупнӑ хыҫҫӑн командировкӑна килекенсене тата хӑнасене ниҫта вырнаҫтарма аптӑранӑ-мӗн.
Вӑрнар поселокӗнче, Ленин урамӗнче, те кӑштахран тепӗр хӑна ҫурчӗ хута ямалла. Вӑл «Бумеранг» текен кану базин территорийӗнче пулмалла иккен. Унта пурӗ 6 номер пулӗ. Ҫавӑнта ним мар 26 ҫын вырнаҫӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх хӑна ҫуртне ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫасшӑн.
Ҫапларах пӗлтерет «Время Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен вӑхӑчӗ) информаци агенстви. Ҫуртӑн ыйтӑвне татса пама пултаракан хуравсенчен ку пӗри кӑна-ха. Тепӗр меслет: хальхи хуҫан туса ҫитермен ҫурта кама та пулин сутса ямалла. Ҫак пулса ҫитеймен хӑна ҫуртне унччен турккӑсем тата китайсем кӑсӑкланнӑ пулнӑ, анчах «ОДИС-отель» хуҫи вӗсемпе пӗр чӗлхе тупайман имӗш.
«Сувар-отель» хальхи сӑнӗпе таврари пӗтӗм хула илемне пӑсать имӗш. Нумай пулмасть иртнӗ канашлура вара Михаил Игнатьев ҫапларах каланӑ пулать: «Хӑна ҫурчӗ пирки ҫакна калайратӑп. Эпир ун хуҫипе тӗл пулса, ӑна икӗ вариант сӗнсе. Пӗтӗм сӑна пӑснӑран е вӑл ӑна кама та пулин сутса ярать. Е, сутассипе ӗҫ тухмасть пулсан, хӑна ҫуртне ишмелли кӑна юлӗ. Кунпа вара ыйту вӗҫленӗ. Ку ӗҫе пуҫарнӑ чухне ҫурта тума ирӗк паракан хутсем пушшех те пулман».
Ҫак вӑхӑтра «Отель в национальном стиле» (чӑв. «Халӑх стилӗпе илемлетнӗ хӑна ҫурчӗ») конкурс пырать иккен. Унта ятарлӑ проектпа пирӗннисем те тухнӑ. Сӑмахран, Олег Владимиров сӗннӗ «Чӑваш хӑна ҫурчӗ» унта пур.
Олег Владимиров архитектор сӗннӗ проектра 8 пӳлӗмлӗ хӑна ҫурчӗ (унтах кафе пулмалла), ампарпа лаша витине пӗрлештерекен музей, чӑваш мунчи тата ҫуллахи чатӑр пулмалла. Пӗтӗмӗшле ҫак комплекс 2 гектар патнелле йышӑнмалла. Проекта ӑнлантаракан текстра кӑтартнӑ тӑрӑх ҫуртсене чӑвашсен йӑлипе вырнаҫтарнӑ. Музей ҫурчӗ йывӑҫран пулмалла — чӗнтӗр чӳречеллӗ, крыльцаллӑ. Хӑна ҫурчӗ йывӑҫ тата чул ҫуртсен пӗрлӗхне кӑтартса памалла — ҫапла май хулапа ял пӗр-пӗринпе тачӑ тӑни сӑнланмалла. Проекта Чӗмпӗрте пурнӑҫламалла.
Конкурсра халь сасӑлав тапхӑрӗ пырать. Олег Владимировӑн ӗҫӗшӗн сасӑлама ҫак адреспа кӗмелле — hotel2013.archdialog.ru/archives/139, унта Олег Владимировӑн ятне тупмалла та «Vote» ҫине пусмалла.
Конкурса ҫавӑн пекех Шупашкарта пурӑнакан Сакмарова Александра хӑйӗн ӗҫне тӑратнӑ, анчах унӑн ӗҫӗпе сайтра паллашма май ҫук.
Шупашкар хула администрацийӗн тӑватӑ ӗҫченне улталанӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тӗпчевҫӗсен аллине лекнисем право управленийӗнче тӑрӑшаҫҫӗ иккен.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енти Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхисем Улатимӗр хулинче командировкӑра пулнӑ чух хӑна ҫуртӗнче чарӑнтӑмӑр тесе хутсем илсе килнӗ иккен. Тӗрӗссипе ҫав вӑхӑтра вӗсем ӑҫта тӗпленнине кӗске информацире хыпарламан, анчах тӗпчевҫӗсен шучӗпе тӳре-шара унта пурӑнман. Апла пулин те суя хутсене хула администрацийӗн бухгалтерине тӑратса хӑна ҫуртӗнче тӑкакланнӑҫи пулса хыснаран укҫа илнӗ. Ҫапла майпа вӗсене пустуйран 9 пин тенкӗ тӳленӗ-мӗн.
